dcsimg

Кашкăр ( Tchuvache )

fornecido por wikipedia emerging languages
 src=
Кашкăр

Кашкăр, сăрă кашкăр, ахаль кашкăр (лат. Canis lupus) — вăрăм кĕлеткеллĕ, вăйлă та çивĕч чĕрчун. Вăл тăнă чухне хӳрине аялалла усать, чупнă чухне çӳлелле çĕклет, хăранă вăхăтра, йытă пек, ури хушшине хĕстерет, савăнсан - пăлтăртаттарать. Кашкăр вăрман чĕрчунĕ, анчах сĕм вăрмансене кăмăлламасть. Йăвине ялсем çывăхнерех тума тăрăшать. Вăл пысăк чĕрчунсемпе килти выльăха тапăнма юратать. Мулкачсене, сăвăрсене, пăсарасене, шăшисене, чĕрĕпсене тытса çиет. Апат çимесĕр кашкăрсем темиçе кун та пурăнма пултараççĕ. Кашкăр çемьеллĕ чĕрчун шутланать. Аçипе ами пĕр пĕрлешсен виличченех пĕрле пурăнаççĕ. Пуслăхра 5-7 çура пулать. Вĕсем чăтлăх çырмари шăтăкран 3 эрне иртсен тухма тытăнаççĕ. 3-4 уйăх тултариччен çуррисене апат ашшĕ-амăшĕ тупса парать. Кайран ашшĕпе амăшĕ чĕрĕ апат тытма вĕрентеççĕ. Хĕл каçах пĕрле сунара çӳреççĕ. Сунарта кашнин хăйĕн палăртнă ĕç пур. Кашкăрсен этемсĕр пуçне урăх тăшмансем çук. Апла пулин те вĕсене сăвăссем, пăрçасем самаях аптратаççĕ. Кашкăрсен хисепне сунарçăсем ытлашши ӳсме памаççĕ, çавăнпа та вĕсен йышĕ республикăра 50-60 пуçран иртмест

Вуламалли

Каçăсем

Шаблон:Кашкăр кĕçĕн тĕсĕсем Шаблон:Герб кĕлеткисем

licença
cc-by-sa-3.0
direitos autorais
Wikipedia authors and editors
original
visite a fonte
site do parceiro
wikipedia emerging languages

Кашкăр: Brief Summary ( Tchuvache )

fornecido por wikipedia emerging languages
 src= Кашкăр