Ӳсентăрансем (лат. Plantae е лат. Vegetabilia) – нумай клеткăллă организмсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. Ку ушкăна йывăçсем, тĕмсем, курăксем, упа саррисем, мăксем, симĕс шыв курăкĕсем кĕреççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ ӳсентăран пулнине халлĕхе татса пама çук. Тĕпчевçĕсем 250 çул ытла ĕнтĕ чĕрĕ тĕнчене вĕçне-хĕрне çитиех тĕпчеме тапаланаççĕ, анчах та пĕчĕк тата питĕ пĕчĕк организмсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерме ниепле те пултараймаççĕ. 2004 çул тĕлне тĕпчевçĕсем ӳсентăрансен 287 665 тĕсне тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче 258 650 чечек, 16 000 мăк, 11 000 папоротник тата 8000 симĕс шыв курăкĕ. Ӳсентăрансене ботаника тĕпчет.
Ӳсентăран тесе мĕнле организмсене каласси татăклă мар. Малтанласа кăна çăмăл пек туйăнать ку ĕç. Ку ыйту çине чи малтан авалхи грек философĕ Аристотель татса пама пăхнă. Вăл ӳсентăрансене чĕррипе чĕрĕ маррисем хушшине вырнаçтарнă, вĕсене вăл чĕрĕ, анчах куçса çӳреймен организмсем тесе йышăннă. Кайрантарах, бактерисемпе архейсене уçнă хыççăн, Аристотель ăнлантарни кивелсе кайнă. ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çур пайĕнче кăмпасемпе хăш-пĕр шыв курăкĕсене уйрăм пая кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ытти ӳсентăрансен пек тымар тата апат кĕпçин тытăмĕ çукки палăрнă. Хальхи вăхăтра клетки целлюлозӑран тӑракан, фотосинтезпа усă курса тутлăх илекен организмсене ӳсентăрансем теме йышăннă. Бактерисене, хăш-пĕр шыв курăкĕсене тата кăмпасене ӳсентăрансем шутне кĕртесшĕн мар, ботаникăн урăх ушкăнĕсене куçарасшăн.
Ӳсентăрансене йышсем çине пайлаççĕ. Пирĕн тăрăхра 98 йышри ӳсентăран ĕрчет.
The fruits of Palmyra Palm tree, Borassus flabellifer (locally called Thaati Munjelu) sold in a market at Guntur, India.