Йыт çĕмĕрчĕ , (лат. Frangula alnus), (Rhamnus frangula) — йывăç евĕр тĕм е лутра йывăç, 7 м таран.
Йывăç вуллипе турачĕсем тĕттĕм хăмăр. Хупă айĕнче хĕрлĕ тĕслĕ слой пур. Çулçисем елипс формиллĕ, 4-10 см тăршшĕ. Чечекĕсем 2-3,5 мм тăршшĕ, хитре мар. Чечек формули: ∗ K ( 5 ) C 5 A 5 G ( 3 _ ) {displaystyle ast K_{(5)};C_{5};A_{5};G_{({underline {3}})}} [1].
Çимĕçĕ — 8—10 мм диаметрлă шар евĕрле. Ăшĕнче 3 сарă симĕс çаврака-виçкĕтеслĕ шăмăллă. Пиçсен тĕттĕм кăвак хура тĕслĕ. Çырлисем наркăмăшлă, анчах кайăксем вĕсене тăрăшсах çиеççĕ.
Хуппинче, папкисенче, çулçисенче, çырлисенче антрахинонсем (глюкофрангулин, эмодин тата изоэмодин) пур. Хуппинче 8 % таран. Унсăр пуçне йывăç хуппинче гликозидсем, хризофан йӳçĕкĕ, антранолсем, сухăрсем, тата эфир çăвĕсен йĕрĕсем пур[2].
Европăн вăрманпа вăрманлă хир зонисенче, Хĕвеланăç Çепĕрте, Кĕçĕн Аçин çурçĕр пайĕнче, Крымра, Кавказра, Вăтам Аçин çурçĕр пайĕнче ӳсет. [3].
Халăх медицининче хуппипе çырлисене усă кураççĕ. Официаллă медицина (Cortex Frangulae) хуппине усă курать, анчах малтан е 1 çулталăк упрамалла, е 1 сехет 100 °C хĕртмелле.
Капăрлатмалли тĕм евĕр ĕрчетеççĕ.
Çемçе йывăçĕ çăмăлăн çурăлать, касакансем усă кураççĕ. Танăçлăхĕ пĕчĕк пулнипе унтан хура е тĕтĕмлĕ тар валли йывăç кăмрăкĕ тăваççĕ [4]. Вĕлле хурчĕсем йыт çĕмĕрчĕ çинче нектарпа пыльца пуçтараççĕ. Гектартан 35 ег таран. Хăшпĕр вăрмансенче тĕп пыл ӳсентранĕ пулса тăрать.[5].
Йыт çĕмĕрчĕ , (лат. Frangula alnus), (Rhamnus frangula) — йывăç евĕр тĕм е лутра йывăç, 7 м таран.
Латинла ячĕ frangere — хуç глаголпа çыхăннă. Ăна йывăç çăмăллăн хуçăлнипе çавăн пек ят панă. ,Йывăç вуллипе турачĕсем тĕттĕм хăмăр. Хупă айĕнче хĕрлĕ тĕслĕ слой пур. Çулçисем елипс формиллĕ, 4-10 см тăршшĕ. Чечекĕсем 2-3,5 мм тăршшĕ, хитре мар. Чечек формули: ∗ K ( 5 ) C 5 A 5 G ( 3 _ ) {displaystyle ast K_{(5)};C_{5};A_{5};G_{({underline {3}})}} .
Çимĕçĕ — 8—10 мм диаметрлă шар евĕрле. Ăшĕнче 3 сарă симĕс çаврака-виçкĕтеслĕ шăмăллă. Пиçсен тĕттĕм кăвак хура тĕслĕ. Çырлисем наркăмăшлă, анчах кайăксем вĕсене тăрăшсах çиеççĕ.