Ӳхĕ — тăмана евĕрлисем ушкăнĕнчи пысăк тискер вĕçен кайăкĕ. Çын çӳремен вăрмансенче пурăнать. Çăмартисем (2-3) шурă, пысăк, 80 грамм таран пулать. Ӳхĕ пĕр мăшăрпа пурнать, виличчен те пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ. Авăн-юпа уйăхĕсенче мăшрланаççĕ, çак вăхăтра вĕсен юррине илтме пулать. Ӗрчеме пуш-ака уйăхĕсенче пуçлаççĕ, ку вăхăтра вĕсен юррине пĕр вĕçĕмсĕр илтĕнет. Пирĕн тăрăхран ниçта та вĕçсе каймаççĕ. Вĕсен йышĕ питĕ пĕчĕк, Улатăр, Пăрачкав вăрманĕсенче кăна тĕл пулаççĕ.