dcsimg

Вĕçен кайăксем ( 楚瓦什語 )

由wikipedia emerging languages提供
 src=
Кайăксем

Кайăксемçăмарта хурса ĕрчекен, вĕçме пултаракан çунатлă, шĕвĕр те çинçе сăмсаллă чĕрчунсем. Кайăксем пур континентра та пур. Тĕпчевçĕсем вĕсен 9000 яхăн тĕсне тупса палăртнă. Чăваш Республикинче 200 яхăн тĕсĕ пурăнать. Кайăксене тĕпчекен ăслăлăха орнитологи теççĕ.

Кайăксен паллисем

Кайăксем ытларах чухне сывлăшра вĕçсе çӳренĕрен вĕсем ытти чĕр чунсенчен самаях уйрăлса тăраççĕ.

Кĕлеткин кӳлепипе ӳт-тирĕ

Кайăксем тăпăлкка кĕлеткеллĕ, кӳлепипе çăмартана аса илтерет. Кĕлетки çăмăл, вĕçекен кайăксен 2 грамран пуçласа 14 килограма çитет. Ку вĕсен пысăкрах шăммисем сывлăшпа тулнăран килет. Вĕçеймен кайăксен йывăрăшĕ вара 100 килограма çитме пултарать (страус). Кайăксен хăлха çунаттисем, шăлĕсем çук. Çунат лаптăкăшĕ кĕлеткиннинчен пысăкрах. Урисем ытларах чух тăватă чĕрнеллĕ, сайра хутра 2 е 3 пулма пултарать.

Шăм-шакĕ

Апат çаврăнăшĕ

Юн çаврăнăшĕ

Ӗрчев хатĕрĕсем

Чăваш Республикинчи кайăксен ушкăнĕсем

 src=
Шăпчăк

Килти кайăк-кĕшĕк

 src=
Кăркка

Çăмарта, аш-какай, тĕк тата мамăк туса илес тĕллевпе çынсем авалах кайăксене алла хăнăхтарма пуçăннă. Килте халĕ чăх е хур, кăвакал е кăркка усрани никама тĕлĕнтермест. Юлашки çулсенче вара хăшĕсем страус е путене тытаççĕ. Ялти хушма хуçалăхра е хулари хваттерте тытма паянхи куна çак кайăксене алла хăнăхтарнă.

Килти кайăк-кĕшĕке ĕрчетес енпе ятарлă кайăк-кĕшĕк инкубаторĕсемпе чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсем те ĕçлеççĕ.

許可
cc-by-sa-3.0
版權
Wikipedia authors and editors
原始內容
參訪來源
合作夥伴網站
wikipedia emerging languages

Вĕçен кайăксем: Brief Summary ( 楚瓦什語 )

由wikipedia emerging languages提供
 src= Кайăксем

Кайăксем — çăмарта хурса ĕрчекен, вĕçме пултаракан çунатлă, шĕвĕр те çинçе сăмсаллă чĕрчунсем. Кайăксем пур континентра та пур. Тĕпчевçĕсем вĕсен 9000 яхăн тĕсне тупса палăртнă. Чăваш Республикинче 200 яхăн тĕсĕ пурăнать. Кайăксене тĕпчекен ăслăлăха орнитологи теççĕ.

許可
cc-by-sa-3.0
版權
Wikipedia authors and editors
原始內容
參訪來源
合作夥伴網站
wikipedia emerging languages