dcsimg

Япон шăланĕ ( 楚瓦什語 )

由wikipedia emerging languages提供
 src=
Япон шăланĕ

Япон шăланĕ (лат. Lanius bucephalus) — (Lanius) шăлан йышшисенчен (Laniidae).

Курăнни

Япон шăланĕ çĕрçирен кăштах пысăкрах. Тăршшĕ 20 см, йывăрĕшĕ — 50 г. Çамки, çурăмĕпе хÿрин çÿлти енĕ сăрă, хырăмĕ — хĕрлĕ-сарă, çуначĕсемпе хÿри хурарах тĕслĕ. Пуç çийĕпе мăйĕ янкăр хĕрлĕ-сарă тĕслĕ, карланкипе пуç айккисем шурă, сăмсинчен куçĕ урлă хăлхи патне çити сарлака хура йĕр пырать. Хÿри вăрăм, картлашкаллă, хĕррисенче шурă йĕрсем пур, çуначĕ çинче шурă паллă. Амисемпе çамрăк кайăксем тĕттĕм хăмăр тĕслĕ.

Ăçта пурăнни

Хĕвелтухăç Азинче сарăлнă. Раççейре Инçет Хĕвелтухăçĕнче тĕл пулать. Лапамсенчи тĕмсен хушшинче тата юханшывсен çумĕнчи уйсенче пурăнать.

Мĕнле пурăнни

Пĕчченшер пурăнаççĕ. Хурт-кăпшанкă вĕсен тĕп апачĕ. Унсăр пуçне япон шăланĕ пĕчĕк чĕрчунсемпе кайăксене тытать. Вĕсене тытма пытанса тапăнать.

Нарăс вĕçĕнче çăмарта хума пуçлать. 4-6 кун хушшинче ытларах ами, тĕмсем е йывăçсем хушшинче йăва тăвать. Яланхи пек, çăмартисем 4-6 симĕсрех сăрă пăнчăллă. Пĕр 15 кун ами йăвара ларать, аçи ăна çитерет. Тухсан вун кунран, чĕпписем тĕкленеççĕ, тепĕр 14 кунтан чĕпписем çунат çине тăраççĕ. Пĕр çул иртсен ар вăхăтне кĕреççĕ.

Çутçанталăкра сыхласа хăварни

Приморск таврашĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.

Вуламалли

  • Бёме Р. Л., Кузнецов А. А. Птицы открытых и околоводных пространств СССР. — М.: Просвещение, 1983.
  • Evgenij N. Panov: Die Würger der Paläarktis. Die Neue Brehm-Bücherei Bd. 557. Westarp-Wissenschaften, Magdeburg 1996, S. 118—128, ISBN 3-89432-495-3

Асăрхавсем

Литература

  • Бёме Р. Л., Кузнецов А. А. Птицы открытых и околоводных пространств СССР. — М.: Просвещение, 1983.
  • Evgenij N. Panov: Die Würger der Paläarktis. Die Neue Brehm-Bücherei Bd. 557. Westarp-Wissenschaften, Magdeburg 1996, S. 118—128, ISBN 3-89432-495-3

Каçăсем

許可
cc-by-sa-3.0
版權
Wikipedia authors and editors
原始內容
參訪來源
合作夥伴網站
wikipedia emerging languages

Япон шăланĕ: Brief Summary ( 楚瓦什語 )

由wikipedia emerging languages提供
 src= Япон шăланĕ

Япон шăланĕ (лат. Lanius bucephalus) — (Lanius) шăлан йышшисенчен (Laniidae).

許可
cc-by-sa-3.0
版權
Wikipedia authors and editors
原始內容
參訪來源
合作夥伴網站
wikipedia emerging languages