Аркай - тăварсăр шывра пурăнакан темиçе тĕслĕ пулăсен пĕрлехи ячĕ, лосось, Salmonidae йышне кĕрет.
Ăркай кĕлеткин пĕрре вуннăмĕш пайĕ тĕлĕнче, айăкки айĕн йĕрринче, çурăм ишкĕч вертикалĕ умĕнче, 15 - 24 пулă хуппи, хыçалти тухмалли патĕнчи ишкĕчĕ тĕлĕнче 13 - 19. Кĕлетки айккисем енчен лапчăклă; сăмси-янаххи кĕске те касăлчăклă; ...
Ăркайăн тĕсĕ шыв тĕсĕнчен тата шыв тĕпĕнчен, аптĕнчен тата çул тапхăренчен (вăлча сапнă тапхăрта ăркай тĕксĕмленет) килет. Акшар шывĕнче çутăрах тата кĕмĕл тĕслĕ пулă тĕл пулать, юшкăнлă е торф тĕпĕллĕ юханшывсенчи хураланать. Мăнтăр ăркай пĕр пек тĕслĕ пулать , унăн çурăмĕ çинче тумха сайрарах. Пĕр шыв калăпăшĕнчен теприне куçнă чух (ирĕк шывран çын туса хунă пĕвесене е хирĕçелле те куçарсан) ăркай часах хăйĕн тĕсне улăштарать.
Аçисем амисенчен кĕлеткипе пĕчĕкрех, пуçĕсем пысăк тата шăл шучĕ чылайрах; ватă аçисен янаххин вĕçĕçӳлеллĕ пăрăннă. Ашĕ шурă та, сарăрах та, хĕрлĕрех те пулать. Ăркай 1 м. тăршшĕ, йывăрăшĕ 20 кг таран; ытларах вăл 20-30 см вăрăммăшлĕ, 1-1,2 кг таять. Сарăрах е хĕрлĕрех çăмартисем диаметăрĕнче 4 - 5 мм. Аркайăн вăлчипе эмбриологин тĕрлĕ тĕпчевĕсенче усă кураççĕ. Аталанса пынă çем вăл ахаль ӳснинчен уйрăлма пултарать: тĕрĕс мар аталанни (икĕ пуçлă та, ытти те), гермафродитисăм тата альбинисăм.
Ăркайăн çак тĕсĕсем пур:
Аркай - тăварсăр шывра пурăнакан темиçе тĕслĕ пулăсен пĕрлехи ячĕ, лосось, Salmonidae йышне кĕрет.