dcsimg

Шерĕк (пулă) ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages
 src=
Шерĕк

Шерĕккарп йышне кĕрекен çăткăн пулă. Тăршшĕ 60-80 сантиметр, йывăрăшĕ 12 килограма çитет. Шерĕк (нумайăшĕ вырăссем майлă шерĕх теççĕ) шыв çи йышши вак пулăсемпе тăранса пурнать. Вĕсене малтан пĕр вырăна хăваласа пуçтарать, кайран хӳрипе шыва çапса анратса ярать те „хăналанать”. Пулăсемсĕр пуçне çак çăткăн хурт-кăпшанкă та тиркемест.

Вăлчи нумай шерĕкĕн, 300 пин тĕвве те çитме пултарать. Вăлчине шерĕк ака уйăхĕнчех сапма пуçлать.

Ку пулла тытма питĕ йывăр. Ăста пулăçсем кăна тупăшма пултараççĕ шерĕкпе. Çакă шерĕк çынтан хăранипе тата пĕр вырăнта тăманнипе çыхăннă. Шерĕке ытларах чухне шыв çи пулăпа тытаççĕ.

Литература

Асăрхавсем

Каçăсем

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors

Шерĕк (пулă): Brief Summary ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages
 src= Шерĕк

Шерĕк – карп йышне кĕрекен çăткăн пулă. Тăршшĕ 60-80 сантиметр, йывăрăшĕ 12 килограма çитет. Шерĕк (нумайăшĕ вырăссем майлă шерĕх теççĕ) шыв çи йышши вак пулăсемпе тăранса пурнать. Вĕсене малтан пĕр вырăна хăваласа пуçтарать, кайран хӳрипе шыва çапса анратса ярать те „хăналанать”. Пулăсемсĕр пуçне çак çăткăн хурт-кăпшанкă та тиркемест.