dcsimg

Юханшыв хăнтăрĕ ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages
 src=
Юханшыв хăнтăрĕ
 src=
Юханшыв хăнтăрĕн ареалĕ
 src=
Хăнтăр хĕвел çутти çинче
 src=
Хăнтăр «пӳрчĕ»

Хăнтăр - кăшлакан чĕр чунсенчен чи пысăкки. Вăл лӳппер курăнать. Утнă чухне хырăмĕ çĕре перĕнет. Шыва кĕрес умĕн хăнтăр хăлха шăтăкĕсене питĕрет. Каскăч шăлĕсем питĕ лайăх аталаннă, çăварĕчен тухса тăраççĕ. Вăл ӳсентăранпа тăранать. Чи юратнă апачĕ - ăвăс, йăмра, çирĕк, тирек йывăççисен хупписем. Вĕсене çиме хăнтăрсем каçхине йăвисенче тухаççĕ. Çинçе туналлă йывăçсене пĕрре çыртсах татать. Ытларах чухне 10-14 сантиметр диаметрлă çамрăк йывăçсене касса ӳкерет. Кайран сыппа пайласа йăви çывăхнелле сĕтĕрет. Çыран лутра чухне хăнтăрсем "пӳрт" тăваççĕ. Ăна çӳллĕ те типĕ вырăна лартаççĕ. Вăл конус евĕрлĕ. Сарлакăшĕ 5 метр таран, çӳллĕшĕ 1,5 метр таран пулать. «Пӳртне" хăнтăрсем йывăç тураттисенчен купаласа тăваççĕ, юшкăнпа тата пылчăкпа çирĕплетеççĕ. Вăл «пӳрте» вара упа та çĕмĕрсе кĕреймест. Хăнтăрсем хăйсен "пӳртне" çĕр айĕнчен кĕрсе çӳреççĕ. Пурăнасса хăнтăрсем 30 çул таран пурăнма пултараççĕ. Çурисем амăшĕнчен çуралсан икĕ çултан кăна уйрăлаççĕ. Хăнтăрсене кашкăрсем, çӳлевĕçсем тапăнма пултараççĕ. Пирĕн республикăра хăнтăрсем 1951 çултан пуçласа ĕрчеме тытăннă. Вĕсен йышĕ хальхи вăхăтра 1 пинтен ытларах шутланать.

Каçăсем

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors

Юханшыв хăнтăрĕ: Brief Summary ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages
 src= Юханшыв хăнтăрĕ  src= Юханшыв хăнтăрĕн ареалĕ  src= Хăнтăр хĕвел çутти çинче  src= Хăнтăр «пӳрчĕ» Ӳкерчĕк:След бобра.jpg Хăнтăр йĕрĕ